
Чӑваш Ен спортсменки Полина Андреева Сыктывкарта юниорсемпе юниоркӑсен хушшинче йывӑр атлетика енӗпе иртекен ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫӗршывӑн 8 рекордне ҫӗнетнӗ.
Полина 49 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл сулласа 79 кг ҫӗкленӗ, тӗртсе – 95 кг. Пӗтӗмпе 174 кг пухнӑ. Пӗлтӗр Албанире кӑтартнӑ кӑтартуран ку 3 киолограмм нумайрах.
Палӑртмалла: Полина Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.

Чӑваш Енри йывӑр атлетсем икӗ кӗмӗл медаль тата виҫӗ пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хулинчи Раҫҫей Кубокӗнче пулнӑ.
Раҫҫей тӗнче класлӑ спорт мастерӗсем Александра Козлова, Наталия Шайманова, Ирина Баймулкина, Яна Мохина, Раҫҫей спорт мастерӗ Любовь Мышов, Полина Андреева, Анастасия Безлюдная, Александр Мышов, Юрий Тимофеев Чаваш Ен чысне хӳтӗленӗ.
Етӗрне районӗн хӗрӗ Ирина Баймулкина кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче медальсен пухмачне пӗрремӗш пуянлатнӑ.

Чечня Республикинче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентеш Анастасия Безлюдная 81 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва 300 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Анастасия Безлюдная штангӑна тӗртсе 89 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пӑхӑр медаль илнӗ. Штангӑна тӗксе 105 килограмм йӑтнӑ. Ун чухне вӑл медаль илеймен, тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Сӑмах май, Чечняра иртнӗ ӑмӑртура пирӗн ештешсем Наталия Шайманова, Ирина Баймулкина, Александра Кохлова медальсене тивӗҫнӗ

Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ Александра Козлова спортра ҫитӗнӳ тунӑ. Вӑл нумаях пулмасть грозный хулинче йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Александра 59 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл штангӑна тӗртсе 92 килограмм йӑтнӑ, тӗксе 108 килограма парӑнтарнӑ. Ҫапла майпа вӑл пӗтӗмпе 200 килограмм пухса малти вырӑна тухнӑ.
Александра Козлова нацин пӗрлештернӗ командине кӗрӗ. Ку кӗркунне команда Мускавра иртекен Европа чемпионатӗнче ҫӗршыв чысне хӳтӗлӗ.

Ҫак кунсенче Шупашкарти В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче йывӑр атлетика енӗпе Чӑваш Енӗн Кубокӗн тата ӑмӑртӑвӗн медалӗсене выляттарнӑ. Унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел районӗнчи 50 ытла спорстмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва арҫынсемпе хӗрарӑмсен тата 18 ҫамрӑкрах хӗрсемпе каччӑсем хушшинче ирттернӗ. Чӑваш Ен кубокӗнче ылтӑн медале ытларах Шупашкарти йывӑр атлетсем тивӗҫнӗ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Анатолий Иноходов (61 кг виҫе категорийӗ), Юрий Тимофеев (67 кг), Александр Мышов (73 кг), Ринат Гадилов (89 кг), Кирилл Коркин (96 кг), Андрей Каюков (109 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗ). 55 килограмлӑ виҫере Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Портнов ҫӗнтернӗ. Вӑрнар районӗнчи Артур Афанасьев тата Андрей Алексеев 81 тата 102 килограмшарлӑ виҫере палӑрнӑ.

Чӑваш Ен спортсменки Японин тӗп хулинче Токиора иртнӗ ӑмӑртура тӗнче чемпионкин ятне тивӗҫнӗ. Аиша Александрова штангӑна выртса тӗртнӗ, вӑл 62,5 килограмм ҫӗкленӗ. Палӑртмалла: ку унӑн кӗлеткин йывӑрӑшӗнчен 19 килограмм нумайрах.
Аиша Александрова Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнать. Вӑл Токио хулине самолетпа 10 сехет вӗҫнӗ, аякри ҫӗршыва ҫитсен тӳрех ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Ҫул ҫинче, паллах, ывӑнтарать. Ҫапах ку Аишӑна пӗрремӗш вырӑна тухма чӑрмав кӳмен. «Тӳрех помост ҫине! Халӑхра калашле, карап ҫинчен бала лекнӗ. Ҫитменнине, Мускав вӑхӑчӗпе ирхи 3 сехетре», - ҫапла ҫырнӑ Ҫӗрпӳ хулин Инстаграм страницинче.

Шупашкар спортсменки йывӑр атлетика енӗпе иртнӗ Европа чемпионатӗнчен виҫӗ медальпе таврӑннӑ. Ӑмӑрту Албанири Дуррес хулинче иртет.
Пирӗн ентеш Александра Козлова 69 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ӑмӑртса виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ. Иккӗшӗ – ылтӑн. Ку ҫитӗнӳ Александрӑшӑн хӑйӗншӗн те чи пысӑкки.
21 ҫулти Саша – Раҫҫейӗн тӗнче класлӑ спорт мастерӗ. Александра Козлова икӗ енлӗ кӗрешӳре 212 килограмм пухнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Украина спортсменки Ханна Панова йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшне – Илья Хернандес.

РФ Спорт министерстви Чӑваш Енри тӑхӑр спортсмена «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята панӑ. Вӗсен йышне хӗвелтухӑҫ кӗрешӳҫи, кире пуканне йӑтакан тата шашкӑлла вылякан спортсменсем, самбист, спорт кӗрешӳҫи, йывӑр атлетҫӑ кӗнӗ.
РФ спорт министрӗ алӑ пуснӑ документра ҫаксене «Раҫҫей спорт мастерӗ» ята пама йышӑннӑ: Шупашкарти «Будокан» спорт клубӗн воспитанникӗсем Никита Беловощев, Олег Тарашкин, Владимир Тютин, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн спорт клубӗн представителӗсем Анастасия Александрова, Владимир Тютин. Самбо енӗпе Дмитрий Петров, спорт кӗрешӗвӗ енӗпе Анастасия Яковлева, йывӑр атлетика енӗпе Александр Адикин, шашка енӗпе Юрий Владимиров спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, 2017 ҫул пуҫланнӑранпа ку хисеплӗ ята Чӑваш Енри 11 спортсмен тивӗҫнӗ.

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен Белгород облаҫӗнчи Кивӗ Оскол хулинче йывӑр атлетика енӗпе Раҫҫей ӑмӑртӑвӗ иртет. Унта 21 ҫул тултарман ҫамрӑксем вӑй виҫеҫҫӗ. Чӑваш Ен спортсменӗсем те унта кайнӑ.
Юрий Тимофеевпа Александра Козлова лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнӑ. Вӗсем тӑватӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Александрӑна 69 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ҫитекенни пулман. Вӑл 99 килограмлӑ штангӑна йӑтса 220 килограмм пухнӑ.
Юрий Тимофеев 69 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пурне те ҫӗнтерсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Вӑл 135 килограмм пухма пултарнӑ. Юрий икӗ енлӗ кӗрешӳре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Израильти Эйлат хулинче йывӑр атлетика енӗпе Европа ӑмартӑвӗ иртнӗ. Унта Ирина Баймулкина ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ирина 53 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ. Ку пухмачра пӗрремӗш медаль пулнӑ.
Ирина икӗ хӑнӑхтару туса 188 килограмм пухнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе 84 килограмм пухнӑ. Тепӗр хӑнӑхтарура – 104 килограмм.
